Конспект "Кӑткӑс ҫаврашкапа, тӑваткал патӗнче хӑнара"

Тема: «Кӑткӑс ҫаврашкапа, тӑваткал патӗнче хӑнара».
(кӗҫӗннисен 2-мӗш ушкӑн валли)
Ӗҫ тӗллевӗ:
Вӗрентӱ тӗллевӗсем: геометри фигурисене уйӑрма (ҫаврашка, тӑваткал),
вӗсене сӑмахпа каласа палӑртма вӗрентесси. Формӑна япалан ытти
паллисенчен уйӑрма, куҫпа курнӑ тӗслӗх тӑрӑх хыпашласа пӑхса тивӗҫлӗ
япаласем тупма вӗрентесси. Ача ӑсӗнче нумайлӑх тата пӗрреллелӗх
ӑнлавӗсем ҫирӗплетесси.
Аталантару тӗллевӗсем: Ҫивӗчлӗхе,ӑсра сӑнарларласси, шухӑш
хастарлӑхне аталантарасси.
Ачасен чи ансат математика ӑнлавӗсене малалла амалантарса пырасси.
Воспитани тӗллевӗсем: Ачасен чи ансат математика ӑнлавӗсемпе
кӑсӑклантарасси.
Словарь ӗҫӗ: Ачасен словарӗнче ҫак сӑмахсене усӑ курасси: ҫаврашка,
тӑваткал,хӗрлӗ. кӗтеслӗх.
Кирлӗ материал:
Кӑтарту материалӗ: ҫаврашка, тӑваткал (хӗрлӗ тӗслӗ, тӑваткал тӑршшӗ тата
ҫаврашка диаметрӗ- 14 см); тетте кӗтесӗнче: пуканесем, чашӑксем, чейник,
машинсем; кӗнеке кӗтесӗнче: кӗнекесем, ӱкерчӗкссем, кӗнеке ҫӱлӗкӗ.
Валеҫмелли материал: Ҫаврашка, тӑваткал (хӗрлӗ тӗслӗ, тӑваткал тӑршшӗ тата
ҫаврашка диаметрӗ -8 см); кӑвак тӗслӗ тӳркӗтеслӗх; шӑнкӑрав.
Педагогпа ачасен ӗҫ - хӗлӗ: Вӑйӑ «Пӗрре е нумай», «Лото», геометри
фигурисене тишкерни.
Ачасен ӗҫ-хӗлне йӗркелени: Аринӑна фигурӑсен (ҫаврашкан, тӑваткалӑн) ӗлкине
пӱрнепе йӗрлесе, куҫпа курса, сӑмахпа калама хӑнӑхтарни.
Усӑ куракан меслетсемпе мелсем:
педагог каласа пани;
калаҫу;
тӗллевлӗ пӳлӗмре пӑхса ҫӳрени;
алла илсе тишкересси;
ача- пӑча хуравӗсене хаклани;
ачасемпе выляни;
калаҫу-пӗтӗмлетӳ.
Ачасен ӗҫ-хӗлне йӗркелени: Ҫурма ушкӑнпа
Ӗҫ йӗрки:
- Ачасем, сире тупмалли юмах каласа парас тетӗп.Пӗлейӗр-ши тупмалли юмах
мӗн ҫинчен пулнине: «Урапаллӑ хӑй, нумай ҫынна туртарать». (Автобус)
- Ачасем, эпӗ сире паян экскурсие чӗнесшӗн.Каятпӑр-и? (Ачасем ответлеҫҫӗ)
- Ҫапла вара эпир сирӗнпе экскурсие автобуспа кайӑпӑр. (Ачасем автобус пек
лартнӑ пукансем ҫине лараҫҫӗ)
Юрӑ «Автобус». (Сӑвви А. Кӑлканӑн, кӗвви Г.Лисковӑн) (Ачасем
воспитательпе юрлаҫҫӗ).
Остановка. Ачасем сетел хушшине лараҫҫӗ.
Воспитатель фланелеграф ҫине ҫаврашка ҫакать.
- Ҫак мӗнле фигура? (Ҫаврашка).
- Мӗн тӗслӗ ҫаврашка?(Хӗрлӗ тӗслӗ).
- Маттур, ачасем.
- Ачасем, ҫаврашкана пӳрнесемпе тӗллесе ҫаврӑнӑр-ха. Халӗ вара мечӗк пек
кустарса пӑхӑр-ха.
Воспитатель фланелеграф сине тӑваткала ҫаврашка ҫумне ҫакать.
-Ачасем, ку фигурӑна вара тӑваткал теҫҫӗ. Унӑн кӗтесӗсем пур.
-Арина, тӑваткалӑн мӗн пур?
- Кӗтес.
- Ачасем, тӑваткалӑн миҫе ен? Миҫе кӗтес?
- Ачасем, пӳрнесемпе ҫак фигурӑна тӗллесе ҫаврӑнӑр-ха. Кустарса пӑхӑр, мӗн
чӑрмантарать куҫма? (Кӗтессем).
Воспитатель ачасене теттесен кӗтесне пуҫтарӑнма чӗнет.
Вӑйӑ «Нумай е пӗрре"
- Ачасем, мӗнле теттесем нумай (пуканесем, машинӑсем,чашӑксем).
- Мӗнле теттесем пӗрре кӑна? (упа, пуканесен сӗтелӗ, ). Ҫавӑн пекех
воспитатель вулав кӗтесне, ҫутҫанталӑк кӗтесне чӗнет.
- Халӗ вара, сирӗнпе кӑштах канса илер-ха.
Хускану : «Ҫӳрет Ваня»
Дидактика вӑййи «Автобуса тӳрлет»: Сӗтел ҫинчеавтобус кӱлепи,
тӑваткалсемпе ҫаврашкасем выртаҫҫӗ.
- Ачасем, ҫаврашкасене илӗр-ха, вӗсем пирӗн автобусӑн ураписем пулӗҫ. Пурте
автобус кӱлепине тупӑр, урапасене вырнаҫтарӑр.
- Питӗ аван.
- Ачасем, автобус ҫинче мӗн тата ҫитмест-ши? (Чӳречесем).
- Мӗнрен тӑвӑпӑр-ши? (Тӑваткалсенчен).
Ачасем фигурӑрӑсене вырнаҫтараҫҫӗ. Воспитатель ачасене пулӑшать.
- Маттур, ачасем. Аван ӗҫлерӗр. Мӗнле хитре автобуссем пулчӗҫ.
- Халӗ вара, ачасем, сирӗнпе ача садне таврӑнар. Ларӑр автобус ҫине.
Ачасем автобус пек лартнӑ пукансем ҫине лараҫҫӗ)
Юрӑ «Автобус» (ачасем воспитательпе юрлаҫҫӗ).
- Ачасем, сире паян экскурси килӗшрӗ-и?
- Эпир сирӗнпе паян мӗнле фигурӑсемпе паллашрӑмӑр (Тӑваткал, ҫаврашка ).
- Фигурӑрӑсем мӗн тӗслӗ? (Хӗрлӗ)
- Сирӗншӗн мӗн кӑсӑклӑ пулчӗ? Пуринчен ытла мӗн аса юлчӗ?
- Тӑваткалӑн мӗнсем пур?(Кӗтессем)
- Ҫаврашка сире мӗне аса илтерет?(Мӗчӗк, хӗвел,урапа,…)
- Ҫакӑнпа пирӗн заняти вӗҫленчӗ.