Тест "К.В. Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ"
К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ
1.Пăртта йăхĕнчен тухнă Иванов ăçта çуралса ÿснĕ?
1.Тутар Республикин Элкел районĕн Сиктĕрме ялĕнче
2.Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕн Хурапха ялĕнче
3.Пушкăрт Республикин Пелепей районĕн Слакпуç ялĕнче
2.Пĕлÿ илнĕ ятлă çын пулас тĕллевпе 1903 çулта вăл ăçта вĕренме кĕрет?
1.Хусанти гимназие
2.Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕ çумĕнчи хатĕрленÿ классне
3.Чĕмпĕрти гимназие
3.1906 çулхи çуллахи кунсенче поэт халăх сăмахлăхĕн мĕнле тĕслĕхĕсемпе интересленнĕ?
1.Учÿк кĕллисемпе вĕрÿ-суру чĕлхисене çырса илнĕ
2.Юмахсем çырса илнĕ
3.Юрăсем çырса илнĕ
4.Ăна 1907 çулта мĕншĕн Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен кăларса яраççĕ?
1.Хулари театра И.Я.Яковлевран ыйтмасăр кайса курнăшăн
2.Д.И.Кочуров шовинистла учителе бойкот тунăшăн,политикăллă митингсене хутшăннăшăн
3.’’Вăранăр,тапранăр!’’ сăвă çырнăшăн тата ‘’Марсельезăна!’’ чăвашла куçарнăшăн
5.Поэта 1907 çулхи кĕркунне Яковлев мĕн тĕллевпе шкула каялла чĕнсе илнĕ?
1.Шкулта ачасене вĕрентме
2.Вырăсларан чăвашла кĕнекесем куçарас ĕçе хутшăнма
3.Хуралçăра ĕçлеме
6.М.Ю.Лермонтовăн çак произведенийĕсенчен хăшне Иванов куçарнă?
1.’’Узник’’,’’Парус’’
2. ‘’Мцыри’’
3. ‘’Демон’’
7.Иванов çырнă çак хайлавсенчен хăшĕ баллада?
1.’’Выçăпа аптранăскерсем’’
2. ‘’Тимĕр тылă’’
3. ‘’Шуйттан чури’’
8. ‘’Нарспи’’ поэма пĕрремĕш хут ‘’Чăваш халапĕсемпе юмахĕсем’’ кĕнекере пичетленнĕ.Ку
кĕнекене мĕнле паллă уяв ячĕпе хатĕрленĕ?
1.Чĕмпĕр чăваш шкулĕ 30 çул тултарнă ятпа
2.Патша манифесчĕ тухнăранпа 2 çул çитнĕ ятпа
3.Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнăранпа 40 çул çитнĕ ятпа
9.Вăл 1912 çулта чăваш ачисем валли мĕнле кĕнеке хатĕрлес ĕçе хутшăннă?
1.Медицина темипе кĕнеке çырнă
2.Вырăсларан куçарнă сăвăсен пуххине кăларнă
3.Букварь валли ÿкерчĕксем тунă
10.Иванов Чăваш шкулĕнче ĕçлеме мĕншĕн пăрахнă?
1.Ялти хуçалăхра ĕçлеме çын кирлипе
2.Çемье çавăрас шутпа
3.Чирленĕ пирки
11.Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче Ивановпа пĕрле паллă чăваш хĕр арăм-çыравçăсенчен кам
вĕреннĕ?
1.Ваççа Аниççи
2.Трубина Марфи
3.Мария Ухсай
12.Иванов çинчен кам чи малтан картина ÿкернĕ?
1.П.Г.Кипарисов
2.И.Т.Григорьев
3.Праски Витти
13.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премийĕн лауреячĕ ятне чи малтани кам илнĕ?
1.Яков Ухсай
2.Николай Терентьев
3. Петĕр Хусанкай
14.’’Нарспи’’ поэмăна ку таранччен миçе чĕлхене куçарса пичетленĕ?
1. 21
2. 8
3. 3
15. ‘’Константин Иванов ‘’ драмăна кам çырнă?
1. Максимов – Кошкинский
2. П. Осипов
3. Н. Терентьев
16.Шупашкарти Иванов палăкĕсен авторĕсем камсем?
1. А. Майраслов,Ю. Ксенофонтов
2. И. Кудрявцев, В. Нагорнов
3. Ф. Мадуров, Р. Федоров
17.Çак сăвăлла йĕркесене кам çырнă?
‘’ Кашларĕ Иванов вăрманĕ,
Хитре вăрман ,сĕм-сĕм вăрман,
Чăваш поэзийĕн вăрманĕ’’.
1. П. Хусанкай ‘’Константин Иванова’’
2. Я.Ухсай ‘’Иванов вăрманĕ’’.
3. Г. Айхи ‘’Константин Иванов’’
18.Шупашкарти Иванов ячĕллĕ паллă вырĕнсене калăр?
1. Литература музейĕ, урам, проспект, театр
2.Микрорайон , библиотека
3.Пăрахут
Хуравсем: 1-3; 2-2; 3-1; 4-2; 5-2; 6-1; 7-2; 8-3; 9-3; 10-3; 11-2; 12-1; 13-3; 14-1; 15-1; 16-2;17-2;
18-1;
Начальная школа - еще материалы к урокам:
- План-конспект урока "Быть честным" 1 класс
- План-конспект урока "Помогаем друг другу" 1 класс
- Презентация "Сочинение по картине Ф.П. Толстого «Букет цветов, бабочка и птичка»"
- Конспект урока чтения "Как Миша хотел маму перехитрить" 3 класс
- Конспект урока по чтению "«Живая шляпа» Н.Н. Носов" 3 класс
- Проект ко Дню Победы "Мы помним. Мы гордимся!"