КВН "И.Я.Яковлев калавĕсене пĕлетĕр-и?" 3 класс

«И.Я.Яковлев калавĕсене пĕлетĕр-и?» КВН
(3-мĕш класс)
Поясова З.Н.
Воспитани тĕллевĕсем: Ачасене ушкăнри ĕçре хăйсен пултарулăхне кăтартма
вĕрентесси, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарасси; тимлĕ пулма, туслăха хаклама,
чыса упрама, ĕçе юратма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: Вĕреннĕ хайлавсене аса илесси, тĕрлĕ ĕç туса пухнă пĕлĕве ăша
хывасси.
Аталантару тĕллевĕсем: Ачасене хăйсен шухăшне пĕтĕмлетсе калама, ăна
хÿтĕлеме вĕрентесси.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: И.Я. Яковлевăн «Ача-пăча калавĕсем» («Детские
рассказы») кĕнеки, компьютер, проектор, темăпа хатĕрленĕ слайдсем.
Усă курнă литература:
1. Андреев И.А. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн I-IX классен программи / И.А.
Андреев. – Шупашкар, 2004
2. Игнатьева В.И. Чăваш сăмахĕ: вырăс шкулĕн 3-мĕш класĕнче чăвашла
вĕренмелли кĕнеке. Икĕ пайлă. 2-мĕш пайĕ / В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, З.С. Антонова.
Шупашкар, 2008.
3. Игнатьева В.И. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн пуçламăш (I-IV) класĕсен
программи. Вырăс шкулĕн пуçламăш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли минимум.
Вĕренекенсен пĕлĕвĕпе хăнăхăвĕсене тĕрĕслемелли тата хакламалли виçесем / В.И.
Игнатьева, Н.Н. Чернова, З.С. Антонова. – Шупашкар, 2008.
4. Краснов Н.Г. Иван Яковлев и его потомки / Н.Г. Краснов. – Чебоксары, 1998.
Слайдсен аннотацийĕ:
1-мĕш слайд: Тема.
2-мĕш слайд: Фонозарядка.
3-мĕш слайд: И.Я.Яковлев портречĕ.
4-6-мĕш слайдсем: Тест ыйтăвĕсем.
7-мĕш слайд: «Казино» вăйă, ÿкерчĕксем.
8-мĕш слайд: «Чакак» ÿкерчĕк.
9-мĕш слайд: Калавсем тăрăх хатĕрленĕ ÿкерчĕксем.
10-мĕш слайд: Ачасен ĕçĕсем.
11-мĕш слайд: И.Я.Яковлев портречĕ.
КВН юхăмĕ
I. Класа йĕркелени. (1-мĕш слайд.)
а) Сывлăх сунни.
ă) «Урокра» юрă: Шăнкăрав сас пачĕ
Урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ
Парта хушшинче.
Вулама пĕлетпĕр,
Шутлама, çырма.
Пурте вĕренетпĕр
Тăрăшса куллен.
б) Фонозарядка. (2-мĕш слайд.)
ă-чă-чăваш
ĕ-чĕ-чĕре
ç-çă-çапрĕ
Ырă чăваш тупăнчĕ,
Ырă ĕçе тытăнчĕ.
Чăн чăвашла сăмахпа
Хăй тăванне чăваша
Пырса çапрĕ чĕрине,
Пăлхатса ячĕ чĕрене.
II. Урокăн планĕпе кĕскен паллаштарни. (3-мĕш слайд.)
Паян эпир сирĕнпе И.Я.Яковлев пултарулăхĕ çинчен калаçăпăр, вĕреннине
пĕтĕмлетĕпĕр. И.Яковлев калавĕсене эпир вуласа тишкертĕмĕр. Эсир мĕнле астуса юлнине
тĕрĕслеме ăмăрту урок ирттерĕпĕр. Сирĕн паян хăвăр мĕнле калаçма пултарнине, вулама
пĕлнине, ушкăнпа ĕçленине кăтартмалла. Урок вĕçĕнче сирĕнпе пĕтĕмлетÿ тăвăпăр.
III. Ăмăрту.
Класа эпир икĕ ушкăна уйăртăмăр. Халĕ хамăр ăмăртăва пуçлăпăр.
1. Ушкăнсемпе паллашни.
Чи малтан ушкăнсемпе паллашăпă. Сирĕн ушкăн ятне, девизне, эмблемине
хатĕрлемелле пулнă. Ĕçĕрпе паллаштарма халĕ сире сăмах паратпăр.
2. Тест ирттерни. (4-6-мĕш слайдсем.)
Ăмăртăва малалла тăснă май эпир сирĕнпе И.Я.Яковлев биографине те аса илер.
Сирĕн ыйтусене хуравламалла пулать. Ĕç валли сирĕн партăр çинче карточкăсем пур.
Сирĕн виçĕ хуравран пĕрне суйласа илмелле те кирлĕ карточкăна кăтартмалла.
а) И.Я.Яковлев хăçан çуралнă?
1) 1930; 2) 1848; 3) 1870.
ă) Пĕчĕк Йăван миçере тăлăха юлнă?
1) Виççĕре; 2) виçĕ кунта; 3) вун виçĕ çулта.
б) И.Я.Яковлев миçемĕш çулта Хусан университетĕнчен вĕренсе тухнă?
1) 1870; 2) 1875; 3) 1872.
в) И.Я.Яковлевăн вĕренекенĕ кам пулнă?
1) А.Г.Николаев; 2) К.В.Иванов; 3) Çеспĕл Мишши.
г) И.Я.Яковлев вилнĕ çулĕпе пытарнă вырăнне калăр.
1) 1930, Мускав; 2) 1932, Чĕмпĕр; 3) 1930, Чĕмпĕр.
д) Шупашкарăн И.Я.Яковлев ячĕпе çыхăннă паллă вырăнĕсене палăртăр.
1) Шкул, лавкка, театр; 2) палăк, институт, музей, проспект, библиотека; 3) ял,
урам.
(Кашни хурав хыççăн тĕрĕс варианта каласа пĕтемлетÿ тумалла.)
3. Калав çырасси.
Халĕ виççĕмĕш ĕç. Сирĕн пĕчĕк калав çырмалла, анчах та кашни сăмахĕ К сас
паллипе пуçланмалла. (Ачасем вуласа параççĕ.)
4. «Казино» вăйă. (7-мĕш слайд.)
Хамăр ăмăртăва малалла тăсатпăр. Халĕ «Казино» вăйă вылятпăр. Экран çинче 5
чĕр чун ÿкерчĕкĕ. Сирĕн кирлине суйласа илмелле те номерне хут листи çине çырмалла.
(Хурав тĕрĕс пулсан ачасен хайлав ятне е унта сăмах мĕн çинчен пынине каламалла.)
а) Чĕр чунсенчен хăшĕ (ÿкерчĕксем тăрăх) нумая хапсăннăран нимĕнсĕрех тăрса
юлнă? (Йытă, «Йытăпа унăн мелки».)
ă) Хăш чĕр чун иçĕм çырли çиме ĕмĕтленнĕ? (Тилĕ, «Тилĕ тус».)
б) Çак чĕр чунсенчен хăшĕ хĕвел ăшшинче выртса чĕрĕлнĕ?
(Чăх чĕппи, «Вилнĕ чĕпĕ чĕрĕлни».)
в) Çак чĕр чунсенчен хăшĕн айăпĕпе ача çамки çине мăкăль тухнă? (Йытă,
«Хураçка».)
г) «Тискерри картишĕнче ак çапла уткаласа çÿрет-çке! Хăй хура ураллă, хĕрлĕ
çĕлĕклĕ, куçĕ сиксе тухас пек, сăмси кукăр.» Çак сăмахсене шăши хăш чĕр чун çинчен
калать? (Автан, «Уçăлма тухнă шăши çури».)
д) «… хĕвел ăшшинче ăшăнса выртатчĕ. Вăл шурă мăйлă, яп-яка сăрă ураллă. Шурă
ăмăрне çуллакаласа выртатчĕ. Хÿрине хай кăшт вĕл-вĕл сиктеркелет. Ман çине куçне
илмесĕр пăхать.» Мĕнле чĕр чун пулнă-ши ку? (Кушак, «Уçăлма тухнă шăши çури».)
5. Пантомима.
Малалла сирĕн пултарулăхăра тата вуланине мĕнле ăнланнине тĕрĕслетпĕр. Сирĕн
калава вуласа тухса унта мĕн çинчен каланине хусканусемпе туса кăтартмалла. Тепĕр
ушкăнăн калав ятне е содержанине каласа памалла.
1) «Чăлха çыхни»
2) «Тилĕ тус»
6.Физкультура саманчĕ.
7. Аудировани. (8-мĕш слайд.)
Маттур, ачасем. Халĕ пурте ĕçлетпĕр. Сирĕн калава тимлĕ итлемелле,
ăнланмалла. Ку калава эпир пĕлетпĕр, çавăнпа та кайран тест çырăпăр. («Чакак» калав.)
Халĕ сирĕн «тĕрĕс», «тĕрĕс мар» паллăсем лартмалла.
а) Чакак çулла ялта пурăнать. (-)
ă) Çуркунне вăрманта чĕпĕ кăларать. (-)
б) Ялтан çăмарта вăрласа чĕпписене тăрантарать. (+)
в) Хĕлле чакак ăшă енне вĕçсе каять. (-)
г) Сивĕ пулсан йывăрлăх çине ларать те: «Чак-чакак, чак-чакак», - тесе чакаклатать.
(+)
8. «Текста малалла тăс» вăйă. (9-мĕш слайд.)
Ăмăрту малалла аталаннă май, эсир чăвашла калаçма пĕлнине тĕрĕслĕпĕр. Эсир
хăвăр валли калав пуçламăшне суйласа илетĕр, унтан малалла мĕн пулнине каласа
паратăр.
а) «Вăл тăр кăнтăрла урапа çине хăпарать те…» («Автан».)
ă) «Хам çуна çине лартăм та …» («Хураçка».)
9. Ваттисен сăмахĕсем.
И.Я.Яковлев хăй калавĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе нумай усă курнă. Халĕ сирĕн
конвертри ваттисен сăмахĕсене вуласа вĕсем хăш калавранпулнине тата мĕне пĕлтернине
ăнлантармалла.
а) Çапма пĕлмен пушă хăйне çаврăнса тивнĕ. («Михала».)
ă) Нумай та пĕтĕ, сахал та çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ? («Эпĕ ÿкĕнни».)
IV. Пĕтĕмлетÿ. (10-11-мĕш слайдсем.)
Çакăнпа пирĕн ăмăрту урок пĕтмелли вăхăт çитсе пырать. Çавăнпа пĕр ĕç кăна
тăвăпăр. Эсир калавсем тăрăх ÿкерчĕксем ÿкернĕ. Вĕсенчен сирĕн чи интереслине суйласа
илмелле. (Ачасем суйлаççĕ.)
Малалла жюри членĕсене сăмах паратпăр.
Юлашкинчен, ачасем, сире сăмах.
1 ача: Тĕлĕнмелле çивĕч, интереслĕ пурнăç пурăнса ирттернĕ И.Я.Яковлев. Халăха
ырă тăвассисĕр пуçне унăн урăх тĕллев те пулман.
2 ача: И.Я.Яковлев ячĕ чăваш халăх историйĕнче ĕмĕр-ĕмĕр çуталса тăрать.
3 ача: Сарă хĕвел пăхса кулать,
Атăл çинче шевле вылять.
Çĕр-пин юрă çĕр-шывĕнче
Пире савать çутă тĕнче.
4 ача: Йывăрлăха çĕнсе пырар,
Пуласлăха никĕс хурар.
Пилленĕшĕн ырă шăпа
Тав тăватпăр халь Улăпа.
Ăнăç тупар ăса пухса
Вăл хушнă пек çутта тухса.
5 ача: Çав çутă – пĕлÿлĕх çути.
Шăтса чăшăл тухрĕ калча.
Тĕшши тулчĕ, кĕчĕ тутти.
Тайма пуç Иван Якăльча.
6 ача: Иван Яковлева манмастпăр,
Усратпăр халăх асĕнче,
Ăна сума суса юрлатпăр
Хамăр чăваш çĕр-шывĕнче.