Конспект урока "Вредные привычки в рассказе М. Трубиной «В гостях»"
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение
«Средняя общеобразовательная школа
деревни Павловка
муниципального района Куюргазинский район
Республики Башкортостан»
Конспект урока родной (чувашской) литературе по теме
«Вредные привычки в рассказе М. Трубиной «В гостях»
Класс: 7 класс
Автор: Степанова Л.Н.
(учитель родного (чувашского) языка и литературы)
2019 год
Урок чувашской литературы в 7 классе.
Тема урока: М. Тубинан «Хăнаран» хайлавĕнчи эрех-сăра сиенĕ.
Цели урока:
обучающая - эрех сăра сиенĕ пирки калаçасси,М.Трубинан «Хăнаран»
хайлавне тишкересси.
развивающая - ачасен калаçăвĕпе шухăшлавне аталантарасси.
Воспитывающая - эрех-сăра – этем тăшманĕ пулнине кăтартасси.
Методы и приемы: учитель сăмахĕ; ачасен сочиненийĕсемпе паллашасси;
ыйту-хурав; кирлĕ вырăнсене вуласа тишкерни; ÿкерчĕкпе ĕçлени; пĕрин
хыççăн тепри калаçни; харпăр хăй шухăшне илемлĕн те уççăн калаттарасси.
Словарь: карт, çытма йĕм е çыртма йĕм, куç ÿкни, пуç мими, пĕвер, чĕре,
пÿре, апат хуранĕ, ÿпке, иммунитет, психика.
Необходимые оборудования: компьютер, проектор, экран.
Эпиграф урока: «Эрех – кăра та чарусăр, ăна кăмăллакан ăссăр». (Ваттисен
сăмахĕ)
Ход урока
I. 1 слайд – тема урока, эпиграф, цели и задачи.
Урок темипе, тĕллевĕсемпе, эпиграфĕпе паллаштарасси.
2 слайд – Отрывок из поэмы К.В.Иванова «Нарспи».
К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи йĕркесемпе паллашасси. Палăртнă
йĕркесем урок темипе килĕшсе тăнине палăртасси.
II. 3 слайд – Проверка домашнего задания.
Ачасем килте çырнă сочиненийĕсемпе паллаштараççĕ.
III. 4 слайд – Марфа Трубина «Хăнаран».
М. Трубинан «Хăнаран»хайлавне тишкересси. Ыйтусемпе ĕçлесси.
5 слайд – Вопросы-ответы.
Вуланине лайăх астăватăр-и?
1.Ку хайлавра камсем ĕçкĕ тунине кăтартнă?
2.Хăнасем пĕчĕк Саньккана мĕншĕн куç ÿкесрен хăраççĕ? Мĕн вăл куç ÿкни?
3. Санькка миçе çулта? Саньккана сăнласа панă вырăна тупса вулар-ха.
4. Хăнана килнĕ çынсем хăйсене мĕнлерех тыткалаççĕ?
5. Çынсем хăйсене хăнара йĕркесĕр тыткаланине писатель еплерех çырса
кăтартнă.
6. «Паçăр йĕркеллĕ калаçса ларакан çынсем халĕ нумайăшĕ картран тухнă»
тенине мĕнле ăнланатăр? Мĕн-ши вăл карт?
7.Картран тухас мар тесен мĕнле пулмалла?
8. Кĕтерук ĕçес мар тенĕ çĕртех мĕншĕн ĕçет?
9. Кĕтерук амăшĕ хĕрĕн çемйи çула тухнишĕн пăшăрханни пире мĕн пирки
систерет?
10. Санькка çуна çинчен ÿксе юлнă каç çанталăк мĕнле пулнă?
11. Çуна çинчен ÿксе юлнă Саньккапа мĕн пулать? Çав саманта кĕнеке çинче
тупса вулар-ха.
12. Ашшĕ-амăшĕ ача йĕрсе çухăрнине мĕншĕн илтмест?
13. Шăнса вилнĕ Саньккана ашшĕ ăçтан тата хăçан тупать?
14.Калавăн юлашки сыпăкне тепĕр хут вулар-ха?
15. Санькка вилнишĕн кам айăплă-ши?
Учитель сăмахĕ: Кĕтерук вилнĕ тепренчĕкĕн тупăкĕ умĕнче лучăрканса ана-
ана «Ĕçкĕ пĕтерчĕ ачана, кирлĕ мар ĕçкĕ»,- тесе йĕрет. Çак сăмахсене пирĕн
ĕмĕрлĕхех ăша хывса пурăнасчĕ.
IV. 6 слайд – Работа со словарем.
Словарь ĕçĕ.
V. 7 слайд - Физкультминутка.
VI. 8,9 слайды – Изображения для рассуждения.
Панă ÿкерчĕксем тăрăх ачасене калаçтарасси.
VII. 10-12 слайды - Доктор предупреждает.
Тухтăр тумĕ тăхăннă ача доска умĕнче каласа парать: «Хаклă ачасем, эрех-
сăра çын организмĕшĕн питĕ хăрушă япала. Эрех ĕçнине пула çыннăн пур
органĕ те хĕн-асап курать.Пĕвере пĕтерет. Пÿре чирлет, ÿпке хуралать.Унсăр
пуçне апат хуранĕ те чире каять,çын психики арпашăнать, иммунитет чакать,
мыщцăсем вăйсăрланаççĕ, ÿт тĕсĕ хитре марланать. Çавăнпа та сывă та
илемлĕ, телейлĕ те ăнăçлă пулас тесен нихăçн та эрех-сăрапа ан туслашăр.
Эрех-этем тăшманĕ пулнине асра тытăр».
VIII. 13 слайд – Работа со словарем.
IX. 14слайд – И.Я.Яковлев «халал».
X. 15,16 слайды - Кластер.
«Эрех- сăра мĕн тăвать?» кластер тăвасси.
XI. Вывод.
Ачасем урокра мĕнле пĕтĕмлетÿ патне килсе тухнине калаççĕ.
17слайд – Мы за здоровый образ жизни.
XII. 18 слайд – Домашнее задание.
Ĕçкĕ сиенĕ çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем çырса килмелле.
Литература - еще материалы к урокам:
- Контрольная работа по повести "А.С. Пушкина «Барышня-крестьянка»" 6 класс
- Презентация "Гуманистический пафос в рассказе Леонида Андреева «Кусака»"
- Технологическая карта урока "Гуманистический пафос в рассказе Леонида Андреева «Кусака»"
- Контрольная работа по литературе за 1 четверть 5 класс
- Конспект урока "И.А. Крылов. Басня «Волк на псарне»" 5 класс
- Тест "И.С. Тургенев «Первая Любовь»"