Конспект урока "Александр Галкин «Шкул чечекĕ»"

6- мĕш класра тăван чăваш литературипе ирттернĕ уçă урок конспекчĕ
Урок теми: Александр Галкин «Шкул чечекĕ»
Урок тĕллевĕсем:
Хайлав текстне тишкересси, тĕп шухăшне палăртасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: хайлава тишкересси, хайлаври тӗп сӑнарсене, вӗсен кӑмӑлне хакласси, сӑнарсем
ҫинчен харпӑр хӑй шухӑшне ҫыхӑнуллӑ калама вӗрентесси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: хайлав сӑнарӗн йӑнӑшӗсене курса харпӑр хӑй йӑнӑшӗсене ӑнланма, тӳрлетме
вӗрентесси, этемӗн пурнӑҫри вырӑнне ӑнланса илме пулӑшасси.
Ăнлантару тĕллевĕ: хайлава тишкернĕ май пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.
Пуплеве аталантарасси: ыйтусем çине туллин хуравласси, вуланǎ текстпа усǎ курса шухǎша
çирěплетесси, сăнарсене хак пама кирлĕ сăмах çаврăнăшĕсене тупма хăнăхтарасси, пĕтĕмлетÿсем
тăвасси.
Урок мелěсемпе меслечěсем: текстпа ĕçлесси, учитель сăмахĕ, ачасен илемлĕ вулавĕ, словарь
ĕçĕ, ушкăнпа ĕçлени, ыйту-хурав, ваттисен сǎмахěсемпе ěçлесси.
Курǎмлǎх хатěрěсем: слайдсем, компьютер, проектор
Урок тěсě: хайлав текстне тишкермелли хутăш урок
Урок юхăмĕ.
I. Класа йĕркелени.
II. Кăсăклантарса яни.
А) Юмах итлени.
Пурăннă тет çĕр çинче Юрату ятлă хĕр ача. Пĕччен пурăнма ăна питĕ кичем пулнă. Вăл вара пĕр
ватă асамçă патне кайнă.
Асатте, мана пĕччен пурăнма питĕ япăх, манпа пĕрле пурăнма юлташ шыраса тупса пар-ха,
тархасшăн.
Асамçă шутланă-шутланă та каланă:
Эсĕ ман пата ыран кайăксем юрлама пуçличчен, сывлăм типиччен кил.
Чăнах та ирхине ирех Юрату асамçă патне çитнĕ. Пăхать те тĕлĕнет. Ун умĕнче 5 пĕринчен тепри
хитререх хĕрсем тăраççĕ иккен.
–Акă суйласа ил, -тенĕ асамçă.
–Пĕрне- Савăнăç, теприне- Ыр кăмăллăх, виççĕмĕшне- Хитрелĕх, тăваттăмĕшне- Хурлăх,
пиллеккĕмĕшне вара Туслăх, тесе чĕнеççĕ.
Вĕсем пурте мана килĕшеççĕ, хăшне суйламаллине те пĕлместĕп.
Тĕрĕс. Вĕсем пурте лайăх, анчах та санăн пĕрне суйлама тивет,- тенĕ асамçă.
Юрату вĕсем патне пынă та кашнине куçран пăхнă.
Юрату питĕ шухăша кайнă. Шутласан-шутласан вăл Туслăх патне пынă та алă панă.
Мĕншĕн-ха Юрату туслăха суйласа илнĕ? (ачасен хуравĕсем)
- Мěн вăл туслăх? «Туслăх» сăмах мěнле сăмахран пулса кайнă?
- Кам-ха вăл тус?
-Туссем пěрре те, иккě те е ытларах та пулма пултараççě. Юлташсем нумай пулсан пурăнма та
аван. Çапах та кам чăн- чăн тус- юлташ пулма пултарать-ха?
-Тěрěс аслă туссем пире ырă та ăслă шухăшсем, кирлě сěнӱсем парса пулăшса пыраççě.
- Апла пулсан, паянхи урокра мĕн çинчен калаçăпăр, кам тавçăрса илчĕ? Тĕрĕс, паянхи урок теми-
«Туслăхра - вăй». (1 слайд)
Ă) Туслăхпа юлташлăх çинчен мěнле ваттисен сăмахěсене пěлетěр. Мăшăрпа ěçлени.
- Сĕтел çинче сăмахсене пуçтарса тус, туслăх çинчен калакан ваттисен сăмахěсене пуçтармалла:
Юлташу хăвăнтан маттур пултăр.
Юлташ лайăххи инкекре курăнать.
Шанчăклă тусăн хакě çук.
Юлташсăр çын- тымарсăр йывăç. (2 слайд)
- Маттур, ачасем! Халě вара ваттисен сăмахěсене эпě пуçлатăп, сирěн вěçлемелле. Çěр сум
пуличчен çěр тус пултăр. Туслăх укçаран хаклă. Пěри – пуриншěн, пурте- пěриншěн. Юлташ çук-
шыра, тупрăн- упра. Юлташна ан пăрах, юлмăн хăрах. (3 слайд)
Б) Пуçа ĕçлеттермели штурм. (4 слайд)
Акă сирĕн умра тараса. Пĕрин çинче – туслăх, теприн çинче вара-пуянлăх. Хăшĕ çăмăлрах? Хăшĕ
йывăртарах –ши? (ачасен хуравĕ).
-Паллах туслăх туртса илет, мĕншĕн тесен укçа хăçан та пулсан пĕтет, çирĕп туслăх вара нихăçан
та пĕтмест.
В) Учитель пĕтĕмлетни:
-Туслăх вăл – питĕ пысăк тупра, телей. Туслăх пире вĕренме те, ĕçлеме те, пурăнма та пулăшать.
Туслăх пире ырăрах, лайăхрах, вăйлăрах тăвать. Тус, юлташ пурри вăл-питĕ пысăк пуянлăх.
- Анчах пирĕн хамрăн та лайăх тус пулма тăрăшмалла.
III. Çĕнĕ темăпа ĕçлесси.
А) Текст сыпăкне вуласа ăнланни.
-Паянхи урокра та эпир сирĕнпе туслăх çинчен çырнă А.А.Галкинăн калавĕпе паллашатпăр. Халĕ
вара ман пата тухăр та çак хут листисене кашниех суйласа илĕр. Сирен алăрта калавăн сыпăкĕсем.
Кашни ача хăйĕн сыпăкне вуласа тухать, содержание ăнланать, сыпăкри тĕп сăмахсене, тĕп
шухăша аялтан туртса содержании калама кирлĕ сăмахсене паллă тăвать. Кам манна ăнланчĕ, алă
çĕклет. Пуçларăмăр.
Ачасем ĕçлени.
Ă) Кашни ача черетпе хăйĕн сыпăкне сылтăм енчи кÿршĕне содержани каласа парать, ыттисем
тимлĕн итлесе лараççĕ. Кам пуçлать?
Б) Харпăр-хăй сыпăкне ят паратпăр, çÿлти йĕрсем çине çырса хуратпăр.
В) Халĕ вара сыпăкĕсене пĕтĕмĕшле пуçтарса калав тăватпăр, пĕтĕм калавне вуласа пăхатпăр.
Сыпăксем умне 1,2-8 хисепсем лартма пултаратăр.
Г) Доска умĕнче пĕтĕм содержание каласа парасси. (кашниех хăйĕн пайне калать).
IV. Ăнланнине тĕрĕслесси.
Ыйтусем:
1. Мĕншĕн Павăла ачасем чунтанах ăмсанаççĕ? Мĕншĕн ăна учительсем те, вăжатăйсем те
ырлаççĕ, директор унран тĕслĕх илме хушать? Кашни пухурах директор ăна мĕнле сăмахсемпе
мухтать?
2. Автор Пашăна ĕçлĕ çын тет ? Мĕншĕн?
Вăл яланах ачасене мĕн хуравлать?
3. Çимушпа унăн тусĕ Павăлăн чапĕ пирки мĕн шутлать? Вĕсен калаçавне рольпе тупса вуласа
пани.
4. Шкула çитсен туссем коридорта мĕн асăрхаççĕ? Стена хаçачĕ çине мĕн ÿкерсе хунă?
5. Çак ĕç хыççăн Николаев Михаил хăйне мĕнле сăмах парать? Трофимов Семён вара мĕн тăвать?
Павăл мĕн хуравлать?
6. Николай Иванович ачасене ăçта илсе каять? Ачасем директора мĕнле сăмах пачĕç?
7. Çак истории хыççăн мĕн улшăнать? Пĕррехинче класра мĕне тĕлĕнтермĕш сиксе тухать?
8. Калавăн тĕп шухăшĕ хăш йĕркесенче? Павăл мĕнле ача?
V. Калавăн темине палăртасси, тĕп шухăшне каласси
-Çак калава мĕн ят пама пулать? Мĕнлерех пулма вĕрентет çак калав?
Калавăн чăн- чăн ячĕ «Шкул чечекĕ». Унăн авторĕ- Александр Алексеевич Галкин. (5 слайд)
- Нумаях пулмасть нарăсăн 12- мĕшенче литература музейĕнче чăваш халăх поэчĕн Александр
Галкин çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа асăну каçĕ иртрĕ. Унта çыравçăсем, артистсем,
композиторсем, шкул ачисемпе студентсем пуçтарăнчĕç. (5 слайд)
VI. Урока пĕтĕмлетни:
Тахçан ĕлĕк-авал çĕр çине асамла кайăксем вĕçсе килнĕ. Вĕсем çынсем валли асамлă вăрлăхсем
илсе килнĕ, пĕтĕм çĕр çинче çак вăрлăхĕсене акса хăварнă. Вĕсенчен вара илемлĕ чечексем- зтем
чунĕсем шăтса тухнă. Хăшĕ- пĕрисем питĕ илемле пулнă, мĕншĕн тесен ырă ĕмĕтсенчен ырă
çимĕç, теприсенчен- çум-курăкпа вĕлтрен кăна шăтса тухнă. Усал шухăшсем усал ĕçсем çуратаççĕ.
Эпĕ те сире вăрлăхсем салатса паратăп. Мĕнле çимĕçсем вĕсенчен шăтса тухĕç-ши ?
Шанас килет, сирĕн хушăрта та чăн-чăн тус- юлташсем пуласса, çум-курăксем пулмаççĕ-пуль.
Сирĕн яланах чылай тус- юлташ пултăр, енчен те кам та пулин халлĕхе тус тупайман пулсан,
тивĕçлĕ туссем тупма, хăвăра та шанчăкла тус пулма сунас килет.
Приложении 1.
А.А. Галкин «Шкул чечекĕ»
План:
1. Павăла пурте ырлаççĕ, тĕслĕхе лартаççĕ.
(Ырă чечеке кам ан мухтатăр çут тĕнчере?)
Каçăрăлса- стоять задрав голову
Имшеркке- слабый, худой
Чап- слава, известность
Ырлаççĕ- хвалят
Ăмсанатпăр- завидуем
Пултарулăх- дарование, способность
2. Ăçта кăна çитмест кун каçиччен! Карусель пек çаврăнать.
Йăрă- ловкий, бойкий, резвый
Кун каçиччен- за день, в течение дня
Сăмах çапать- разговаривает
Ĕçлĕ- деловой
3. Пысăк çын пулса пăх-ха, хăв мĕн хăтланăн!
Куç пăвать-гипнотизирует
4. Стена хаçачĕ умĕнче.
(Юлташ! Вĕсенчен тĕслĕх ан ил!)
(Павăл! Павăл! Юлташна шыва ятăн, явăл.)
Тăсланчăк-высокий
Ихĕлтетрĕ- хихикал
Тĕревленсе ларнă- сидеть,подперев рукою подбородок
Хĕлĕх пек- как конский волос
Карăннă- опускаться
Урасем шăлтăрах кайрĕç- ноги совсем ослабли
Ункăсем- круги
Явăл- бран. чёрт, дьявол
5. Инкек çине синкек
Каварлăн- как по сговору
Мĕскĕннĕн- жалкий несчастный
Ÿкĕнÿ- раскаяние, сожаление
Хыпăннипе – суетиться
6. Урăх ашкăнмастпăр, малашне лайăх вĕренетпĕр.
Куçлăх-очки
Паттăррăн- как герой
Лутăрканнă кĕпи- измятая рубашка
Хĕремесленсе- покрасневши
7. Сирĕнпе юлма мана никам та хушман.
Çитĕнÿсем- достижения, успехи
Юсантăмăр- исправились
Тасалчĕç- исчезли
Ырлакалама – хвалить
Хавхалантарса ячĕ- воодушевлять, вдохновлять
Тĕлĕнтермĕш- чудо
Тĕрĕслеме- проверять
Ăнланманни- непонятное
Малтанлăха- первоначально
8. Вăт сире «шкул чечекĕ»!
Çăварсене шыв сыпнă тейĕн- как будто воды в рот набрали
Çивĕч чĕлхеллĕ- остёр на язык