Конспект урока по чувашской литературе "М. Карягина «Слива вӑрри»" 5 класс


МБОУ «Чувенорускинская ООШ»
Аксубаевского муниципального района РТ
Конспект
урока 5 класса
по чувашской литературе
Тема: М. Карягина «Слива вӑрри»
Подготовила учитель
чувашского языка и литературы
Никонова Светлана Витальевна
Чувашское Енорускино – 2016
Тема: М. Карягина «Слива вӑрри»
Урок тӗсӗ: хайлав текстне тишкермелли хутӑш урок.
Пӗлӳ тӗллевӗсем: хайлава тишкересси, хайлаври тӗп сӑнарсене, вӗсен
кӑмӑлне хакласси, сӑнарсем ҫинчен харпӑр хӑй шухӑшне ҫыхӑнуллӑ калама
вӗрентесси.
Сапӑрлӑх тӗллевӗ: хайлав сӑнарӗн йӑнӑшӗсене курса харпӑр хӑй йӑнӑшӗсене
ӑнланма, тӳрлетме вӗрентесси, этемӗн пурнӑҫри вырӑнне ӑнланса илме
пулӑшасси.
Урок мелӗсемпе меслечӗсем: сӑнав-тӗпчев меслечӗ, учитель ӑнлантарӑвӗ,
калаҫу, суйлавлӑ вулав, кластер туни, клоуз-тест ҫырни, слайд-кадрсемпе усӑ
курни, пӗтӗмлетӳсем туни.
Ӗҫ хатӗрӗсем: карточкӑсем, палӑртнӑ темӑпа ҫыхӑннӑ тест ыйтӑвӗсем,
ҫыравҫӑ портречӗ.
Словарь ӗҫӗ: терт, ҫӗр хута, улах кӗтес, пуҫ ват, кукӑр алӑ.
Урок эпиграфӗ: « Ыр ут пуласси тихаран паллӑ, ыр ҫын пуласси – ачаран»
Урок юхӑмӗ
I. Килти ӗҫе тӗрӗслетпӗр.
Килте ҫырнӑ таблицӑллӑ кластер тӑрӑх синквейн ҫыратпӑр.
Пӗтӗмлетӳ: ҫапла майпа ку абзацсенче ачан ӗҫӗ ӑнмарӗ, апла пулин
те вӑл пуҫне усать-и? Ӗҫӗ ӑнманшӑн макӑрса ларать-и?
II. Ачасем, калӑр-ха мана, паян эпир камӑн пултарулӑхӗ ҫинчен
калаҫатпӑр-ши? (презентацири 2-мӗш слайд)
Халӗ эсир М. Карягина ачалӑхӗнчен мӗн астуса юлнине тӗрӗслер-ха.
Тетрадьсене уҫса число ҫыратпӑр.
Тест:
1.М. Карягина хӑйне астума пуҫланӑранпа мӗн тума юратнӑ?
А) пуканелле выляма;
Ӑ) пӗччен шухӑшласа ҫӳреме;
Б) урамра ачасемпе чупса ҫӳреме.
2. Мӗнле иртнӗ куна кун та мар тесе шутланӑ Манюкка?
А) юлташне курмасӑр иртнӗ куна;
Ӑ) ӗҫлемесӗр иртнӗ куна;
Б) тӗлӗнтермӗш курмасӑр иртнӗ куна.
3. Ҫитӗнерехпе Марине мӗн шырама тухса кайнӑ?
А) тӗнче хӗрри;
Ӑ) пӑру;
Б) юлташ.
4. Ӑнланмасӑр тунӑ ырӑ шухӑшсем хӑш чух мӗне куҫаҫҫӗ-ши?
А) савӑнӑҫа;
Ӑ) инкеке.
Пӗр-пӗринпе улшӑнса тӗрӗслетпӗр, йӑнӑшсене тӳрлететпӗр, ӗҫсене
хаклатпӑр.
Пӗтӗмлетӳ: Хамӑршӑн мӗнле пӗтӗмлетӳ турӑмӑр?
- Атте-аннене каламасӑр килтен тухса кайма юрамасть.
- Ачасем, эсир М. Карягина калавӗпе паллашнӑ . Эпир халь урокра
мӗн ҫинчен калаҫӑпӑр-ши?
- Сӑнарсене тишкеретпӗр.
- Тӗп шухӑшне палӑртатпӑр.
- Урок эпиграфĕ ҫакӑн пек янӑрать «Ыр ут пуласси тихаран паллă,
ырă çын пуласси - ачаран». Эсир ӑна мӗнле ӑнланатӑр?
III. - Мӗнле тӗп сӑнарсем пур-ха калавра? Вӗсене мӗнле икӗ ушкӑна
уйӑрма пулать?
-Ваҫкӑпа Толик.
- Ырӑ тата сивлек.
Хӗвеллӗ кластер йӗркелер-ха. Ваҫкӑ мӗнле вӑл? (3-мӗш слайд)
- Ырӑ, ӗҫчен, ӑслӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ, ҫирӗп чунлӑ, паттӑр.
- Толик мӗнле вӑл?
- Хыт кукар, улпут ывӑлӗ пек, мӑнаҫлӑ, ҫирӗп, иккӗленӳсӗр саслӑ,
усал шухӑшлӑ, тирпейсӗр.
- Сире ытларах хӑш сӑнар килӗшрӗ: слива ҫиекенни, е вӑрлаканни?
Вӗсенчен хӑшӗ лайӑх ҫын пулма пултарать?
Пӗтӗмлетӳ:Урок эпиграфӗпе ҫыхӑнтарса хӑвӑр шухӑшӑра
ӑнлантарӑр-ха.
Физ-мин.
Ура ҫине тӑтӑмӑр. Алран алла тытӑнтӑмӑр. Пирӗн ҫемҫе тетте упӑте
пире вылятма килчӗ. Эпир ӑна пӗр-пӗрне ывӑтса паратпӑр та кӑҫӑл
вӗреннӗ калав ятне калатпӑр, тытаканни ҫав калаври сӑнар ятне
калать.
IV. Сӑнарлӑ сӑмахсемпе ӗҫлетпӗр.(4-мӗш слайд)
Пуç ватса лар – шухӑшла.
Кукăр алăсем – вăрлакан, çын пурлăхне çаратакан.
Çăварне шыв сыпнă – чĕнмест.
Шухăшĕ вĕçсе тухасран хăрать – ăнсăртран вăрттăн шухăшне
каласран хăрать.
Текста мӗнле астуса юлнине тӗрӗслеме клоуз-тест ҫыратпӑр. (5-6-
мӗш слайдсем)
1.Толик паян хăйне улпут пек _________.
2.Чăн самахăн ______çук.
3.Тупнă пуç _____ лармалли.
4.Кĕнекере çуккине апла хамăрăн __________кăлармалла.
5.Ман пуçра туллиех _______.
6.Толик пĕр вăрă та _____.
7. Алă кукăрăлса _____?
8.Асатте ман кашни ĕçе çапла ________ тĕплĕ тăвать.
9. Пит йывăр пулсан куçа хупма ___________ хунăччĕ-ха хам.
Сĕннĕ вариантсем:
1) кăтартать, тыткалать, курать;
2) суйи, ултавĕ, суеçтерни;
3) ватса, ҫĕмрсе, салатса;
4) шухăшласа, тупса, шыраса;
5) япала, çĕнĕлĕх, шухăш;
6) курмарĕ, хăвармарĕ, памарĕ;
7) тăрсан, ларсан, пырсан;
8) шухăшласа, каласа, курса;
9) шутласа, туса, пĕлсе.
Пӗр-пӗринпе улшӑнса ӗҫсене тӗрӗслетпӗр, хаклатпӑр.
- Калав ятне мӗнле ӑнланатӑр эсир?
- Пӗр евӗрлӗ илтӗнекен сӑмахсене мӗнле сӑмахсем тесе калаҫҫӗ-ши? (7-мӗш
слайд)
- Эсир мӗнле сливӑсем пӗлетӗр? Сирӗн пахчара слива ӳсет-и? (8-10-мӗш
слайдсем)
Пӗтӗмлетӳ: Слива вӑрлама кайнӑ ачана эпир тиркеме, хурлама пултаратпӑр-
и? Мӗншӗн? Апла пулсан эпир унӑн ӗҫӗ сӑваплӑ тетпӗр.
Калаври сӑнарсен ҫименлӗхӗсене куртӑмар, хӑвӑрти ҫитменӗхсене эсир хӑҫан
та пулин сӑнанӑ-и? Тӳрлетме тӑрӑшнӑ-и?
Эсир хӑвӑр пурнӑҫӑрта хамӑр тавралӑхшӑн мӗнле те пулин ырӑ ӗҫ тума
шутланӑ-и?
Фонозарядка туса илер-ха. (11-мӗш слайд)
Ура ҫине тӑрса пурте пӗрле П. Эйзинӑн сӑввине вулатпӑр.
Ҫак сӑвӑри шухӑшсем хӑш сӑнар ҫумне ҫыпӑҫаҫҫӗ-ши?
V. Киле ӗҫ.
Виҫӗ енлӗ дневник ҫырмалла. 145-146 страницӑри ыйтусем. Х.Уяр
пултарулӑхӗ.
Ҫак текстран мӗн
ҫӗнни илтӗм
Маншӑн чи кирли
вӑл…
Эпӗ ҫакна ӑнланса
илтӗм
Эпӗ урокра мӗнле ӗҫлерӗм? (12-мӗш слайд)
Кашни хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет.
Отметкӑсем лартатпӑр.
Урок вӗҫленчӗ.