Конспект урока "Пахча çимĕç магазинĕ" 3 класс
Урок теми: Пахча çимĕç магазинĕ. 3-мĕш класс.
Пěлÿ тěллевě: Пахча çимĕçсем, улма-çырласем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси, вĕсем
çинчен анлăрах пĕлÿ илесси, паллă ячĕсене аса илсе çирĕплетесси.
Аталантару тěллевě: Ачасен çыхăнуллă пуплеве, логикăллă шухăшлавне аталантарасси; тишкерме
тата пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: Пурнăçра хамăр ÿстерекен пахча çимĕçсем, улма-çырласем сывлăхшăн усăллă
пулнине палăртасси, ушкăнра пĕр- пĕринпе килĕштерсе ĕçлес туйăма вайлатасси.
Урок юхăмĕ:
I. Класа урока йĕркелени. ( 1-мĕш слайд)
В: Ырă кун пултăр, ачасем !
А: Ырă кун пултăр, Татьяна Алексеевна!
В: Эпĕ сире курма хавас!
А : Эпир те сире курма хаваc!
II. Пуплев хăнăхтарăвĕ. (çанталăк çинчен калаçни).
В: - Чÿречерен пăхар-ха. Паян урамра мĕнле çанталăк? Çанталăка сăнласси.
- Паян миçемĕш число? Мĕнле кун? (1 -мĕш слайд)
- Сана паянхи çанталăк килĕшет-и? Сăнчăрпа пĕр- пĕринчен ыйтаççĕ. (2-мĕш слайд)
- Мана та паянхи кĕрхи çанталăк килĕшет.
- Кĕркунне ушкăнĕсене аса илесси, вырăсла куçарасси. (3-мĕш слайд)
-Халĕ мĕнле кĕркунне?
Кĕркуннене тулăх вăхăт теççĕ. Темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç пиçсе çитет. Эпир вĕсене садра, пахчара
пуçтаратпăр.
В: - Мĕнле çимĕçсене пуçтаратпăр? (4-мĕш слайд)
III. Фонетика зарядки. ( 5- слайд)
- Тата мĕнле çимĕссене пуçтаратпăр?
-ă, ĕ, ÿ, ç сасăсене тĕрĕс каласси, предложени йĕркелесси. Т: купăста, ку сăмахра ă саспалли…
- сăмахсене , сăвва учитель хыççăн вуласси.
IV. Урокăн темипе тĕллевĕсемпе паллаштарасси.
В: Паянхи урок теми- пахча çимĕç магазинĕ. (6-мĕш слайд).
Эпир сирĕнпе пахча çимĕç магазинĕнче пулса курăпăр, вĕреннĕ çимĕçсене аса илĕпĕр, паллă
ячĕсемпе ĕçлĕпĕр, выляса та илĕпĕр.
V. « Светофор » вăйă. (7-мĕш слайд).
Халĕ вара пахча çимĕç магазинне кайма тухăпăр. Ура çине тăрăр. Çул урлă каçма светофор пулăшĕ.
VI. « Сутуçă » вăйă. ( диалог). (8-мĕш слайд).
-Пахча çимĕç магазинне çитрĕмĕр. Унта кам ĕçлет?
- Сутуçă. Вăйă выляса илер-ха. Кам сутуçă пуласшăн?
Диалог.
-Ырă кун пултăр, сутуçă.
-Ырă кун пултăр.
- Сирĕн кишĕр (банан) пур-и?
-Пур.
- 2 кг кишĕр (банан) мĕн чухлĕ тăрать?
- 10 тенкĕ.
-Илĕр, тархасшăн.
- Тавтапуç.
VII. Кану саманчĕ. (9-мĕш слайд).
Кăштах канса илер-ха. ( хусканусем тăвасси).
VIII. Текстпа ĕçлесси .
Малалла «Пахча çимĕç магазинĕ» ятлă калавпа паллашăпăр.
1)Çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени. (10 -мĕш слайд).
-Калавра çĕнĕ сăмахсем тĕл пулаççĕ. Вĕсемпе ĕçлесе илер-ха.
-Тĕрĕс калама хăнăхтарасси: сасăпа - çурма сасăпа- шăппăн
-вĕрентекен-хор
2) Калавпа паллаштарни ( стр. 209 )
а ) Учитель вулавĕ- ачасен вулавĕ (3,4 предложенисене ачасем хăйсем вулаççĕ)
-Ачасем, текста тимлĕ итлĕр, вуласа пĕтерсен эсир калав мĕн çинчен пулнине хуравлăр, ăнланнине
вырăсла 3 -4 предложенипе каласа парăр.
б ) ачасем çурма саспа хăйсем тĕллĕн вулани;
-Ачасем, халĕ текста хăвăр тĕллĕн çурма саспа вуласа тухăр, ыйтусем çине хуравлама хатĕр пулăр.
в) Çак ÿкерчĕксем калаври мĕнле предложенисене çывăх? (11 -мĕш слайд).
г) Схемăна çывăх предложени тупăр-ха. (12 -мĕш слайд).
д) Планпа усă курса кĕскен каласа пама хатĕрленĕр. (13 -мĕш слайд).
ІX. Кану саманчě. Куç гимнастики. (14 -мĕш слайд).
Калавпа нумай ĕçлерĕмĕр, куçсене кантарса илер-ха. Ылтăн кĕркунне хăйĕн илемĕпе кăçал та нумай
савăнтарчĕ. Куçсемпе ÿкекен çулçăсене йĕрлесе пырăр. (14 -мĕш слайд).
X. Грамматика материалĕ. Паллă ячĕсем тупасси. (15 -мĕш слайд).
Урокра нумай тĕрлĕ ĕç турăмăр, малалла ушкăнсенче ĕçлĕпĕр.
XI . « Карусель» вăйă. (16 -мĕш слайд).
а) Çапла вара, пахча çимĕçĕ те , улми- çырли те организмшăн усăллă. Çынсем вĕсемпе сипленеççĕ.
Пире вĕсем сывлăхлă пулма, ÿсме пулăшаççĕ. Вĕсемсĕр çын пурăнаймасть.
Урока çирĕплетсе хăварма « Карусель» вăййа выляса илер-ха.
- Пирĕн тăрăхра мĕнле пахча çимĕçсем ÿсеççĕ?
- Эсĕ ытларах мĕн юрататăн?
- Вĕсем организмшăн усăллă-и?
б) Витаминсем çинчен калаçасси. (17, 18, 19 -мĕш слайдсем ).
XII. Урока пĕтĕмлетни. Ачасен пĕлĕвне хаклани. ( 20 слайд)
-Ачасем , паянхи урокра эпир сирĕнпе мĕнсем çинчен калаçрăмăр? Сире урок килĕшрĕ-ши?
(Рефлексия).Эпĕ сире хут листисем валеçсе панă .Эсир вĕсем çине халĕ ÿкерчĕк ÿкеретĕр. Енчен те
урок сире килĕшрĕ пулсан сарă хĕвел ÿкерĕр. Урок килĕшсех каймарĕ пулсан, ăнланман вырăнсем
юлчĕç пулсан хĕвел çумĕнче тĕксĕм пĕлĕт ÿкерĕр. Халĕ хăвăр ÿкерчĕксене çĕклесе кăтартăр
тархасшăн .Паянхи урокра эсир тарăшса ĕçлерĕр . Мана ытларах …. савăнтарчĕ
Эпĕ суту- илÿ центрĕнче пултăм. Сире валли асăнмалăх парне закладкăсем туянтăм. ( валеçсе
парать). Вĕсем сире кирлĕ пулĕç.
XIII. Киле ĕç парасси. Çыру тетрачĕ 33 урок, 3, 4, 5- мĕш ĕçсем
Начальная школа - еще материалы к урокам:
- Презентация "Цветные моря на планете земля" 4 класс
- Презентация "Компьютерные игры - плюсы и минусы" 4 класс
- Моя любимая буква Аа
- Презентация "Любовь к Отчизне" 1 класс
- Открытый классный час "Чтобы радость людям дарить, надо добрым и вежливым быть" 3 класс
- Конспект занятия "Обувь. Уход за обувью" 3 класс